Ял хуҫалӑхӗ
admoblkaluga.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре халӑхран илекен сӗт хакӗ ӳснӗ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет. Республикӑра халӗ 1 литр сӗте вӑтамран 20 тенкӗпе пуҫтараҫҫӗ. Тӳре-шара аван уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хисеп пӗлтӗрхи хакран 18,07 процент нумайрах. Пӗлтӗр кӑтарту 16,6 тенкӗпе танлашнӑ. Юлашки эрнере халӑхран пуҫтаракан сӗт хакӗ 70 пус ӳснӗ. Комсомольски районӗнче хак ҫур тенкӗ хӑпарнӑ, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Ҫӗмӗрле, Вӑрмар, Элӗк, Канаш, Тӑвай районӗсенче сӗте 1 текнӗ ытларахпа пуҫтарма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
«Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществин производствӑпа технологи комплексне пӗтӗмпех сутса янӑ. Пурӗ 108 миллион та 941 пин тенкӗпе. Кун пирки Борис Литти арбитраж управляющийӗ пӗлтернӗ. Предприятин пурлӑхне хака пӗчӗкшерӗн чакарса сутнӑ. Маларах 435,5 миллион тенкӗ ыйтнӑ. Кайран, ав, ӑна 108,9 миллион тенкӗпе сутнӑ. Пурлӑха туянаканни — Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкри «ВДС» предприяти. «ВДС» тулли мар яваплӑ общество «Чӑваш бройлерӗн» кредиторӗсенчен пӗри пулнӑ. «Чӑваш бройлерӗ» кредиторсем умӗнче 207,6 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
ГКЧС сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗн утти ҫуннӑ. Ку хыпара Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ. Пушар утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ. Вут-ҫулӑм кӑнтӑрла тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Инкекре 17 тонна утӑ ҫунса кайнӑ. Специалистсем пушар сӑлтавне палӑртӗҫ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре пушар 932 хутчен тухнӑ. Инкекре 57 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 41 ҫын суранланнӑ. Вут-ҫулӑма пула 17 миллион тенкӗ ытлалӑх тӑкак тӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствипе «KSITEST» компани мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхӗн геном селекцине аталантарасси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ. Ӗне-выльӑхӑн пӗрлехи референт базине йӗркелесе пӑрусемпе тынасене генетика тӗлӗшӗнчен тӗпчесе вӗсен геном пахалӑхне пӗчӗкренех палӑртӗҫ. «Геном селекцийӗ выльӑх ҫут тӗнчене килсенех унӑн ӑратлӑх пахалӑхне палӑртма пулӑшать. Сӑмахран, пӗр-пӗр пӑрӑва ӗрчетме тӑрать-и е ӑна сутсан аван-и — ҫак ыйтӑвӑн хуравне тупма пулать», — уҫӑмлатнӑ «KSITEST» гендиректорӗ Юрий Пеков. Раҫҫейри темиҫе регионта геном селекцине пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ те ӗнтӗ. Сӑмахран, Удмурт Республикинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ку инкек Шупашкар районӗнчи «Прогресс» хуҫалӑхра кӑҫалхи ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 10 сехет те 50 минутра пулса иртнӗ. Мӑн Мамӑш ялӗнчи тырӑ складӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра 54 ҫулти хӗрарӑм ҫине погрузчик пырса кӗнӗ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 57 ҫулти тракторист-машинист погрузчикпа каялла чакнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл хӗрарӑм ҫине пырса кӗрсе унӑн сывлӑхне самай сиенленӗ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, хӗрарӑм пульницӑра чылай вӑхӑт сипленнӗ, вӑл халӗ те ура ҫине тӑрса пӗтеймен-ха. Ӗҫри пӑтӑрмах хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, инкек ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнманран пулса иртнӗ. Халӗ тӗпчев малалла пырать. Ҫывӑх вӑхӑтра медицинӑпа суд экспертизи ирттерӗҫ, ӗҫ сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ документсене тишкерӗҫ, инкек пулса иртнине курнисенчен ыйтса пӗлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
lenta.ru сайтри сӑн Тӑвай районӗнчи сӗт савучӗ панкрута тухнӑ. Вӑл виҫӗ ҫул та ӗҫлеймен. Элӗк районӗнчи сӗт поставщикӗ ӑна пункрута кӑларма ыйтнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Арбитраж сучӗ ҫакна йышӑннӑ, предпряитие сӑнама хушнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче суд савута панкрут тесе йышӑннӑ. Конкурс производствине 6 уйӑхлӑха уҫнӑ – раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен. Палӑртмалла: Тӑвайри сӗт савучӗ Элӗк районӗнчи «Иволга-Молоко» поставщик умӗнче 1 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ. Пӗлтӗр ҫулла суд ӑна татмалла тесе йышӑннӑ. Анчах парӑм ҫаплипех юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Паян республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов вӗлле хурчӗ ӗрчетес ыйтупа Ҫӗрпӳ районӗнче канашлу ирттернӗ. Мероприятин официаллӑ пайне пуҫличчен Камайкас Чурачӑк ялӗнчи Алексей Федоров хуҫалӑхӗпе паллашнӑ. Хастар арҫын вӗлле хурчӗ тытать. Пыл хурчӗсем валли вӑл мӗнпур услови туса панӑ. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑри хуҫалӑхсенче 45,9 пин вӗлле ҫемйи тытаҫҫӗ, пирӗн тӑрӑхра туса илекен пылӑн 95 проценчӗ – уйрӑм хуҫалӑхсен тӳпи. Кӑҫалхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнчен пирӗн ҫӗршывра вӗлле хурчӗ ӗрчетессипе ҫыхӑннӑ саккун вӑя кӗрӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, уй-хире им-ҫамличчен вӗлле хурчӗ тытакансене пӗлтермелле. Пӗр-пӗр хир чиккинчен 7 километр таран вырнаҫнисене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Патӑрьел районӗнчи Тикеш ялӗнче ӗҫлесе пурӑнакан пӗр фермер кӳршӗсене... шыв ӗҫме кансӗрлет. Ҫапла пӗлтернӗ Инстаграмри @batyrevo_sos страницӑра. Асӑннӑ ушкӑнӑн администраторӗ патне мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерекен тупӑннӑ. Тикешри фермер мӑйракаллӑ шултра выльӑха 30 пуҫ тытать иккен. Кӗтӗве янӑ выльӑха ялти ҫав хастар электрокӗтӳҫпе асӑрхаса тӑрать. Тислӗк шывне вӑл пахчана уҫласа тӑкать-мӗн. Ҫӗр айӗнчи шыв вараланнӑран фермерӑн кӳршисем ҫӑлти шыва ӗҫеймеҫҫӗ, ҫутҫанталӑкӑн ҫак ырлӑхне вӗсен лавккаран туянма тивет. Хыпара вуланисенчен пӗрисем фермера ӳрӗклӗхшӗн ырласа унӑн кӳршисене ҫӑхавҫӑсем тесе хурлаҫҫӗ, теприсем кӳршӗсене шеллеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар районӗнчи Малтикас ялӗнче ӗне ферми уҫӑлнӑ. Унта 440 пуҫ вырнаҫмалӑх ферма хута янӑ. Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ комплекса пӗлтӗр ака уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ӑна хута яма 105 миллион тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Фермӑра ӗне сумалли ятарлӑ зал та пур. Комбинат ҫитес ҫулта шултра мӑйракаллӑ выльӑх шутне 5 пине ҫитересшӗн, унта 14 тонна сӗт суса илмешкӗн палӑртнӑ. Фермӑпа ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паллашнӑ. Вӑл паха сӗт туса илсен конкурентсем те пулмассине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Пӗлтӗр ЧР Ял хуҫалӑх министерстви наркӑмӑшлӑ пултӑранпа кӗрешмешкӗн хыснаран 9 миллион тенкӗ уйӑрасси пирки каланӑччӗ. Ҫавна май ятарлӑ бригадӑсем йӗркелеме палӑртнӑ. Бригадӑсене хӳтӗлев костюмӗсемпе, химикатсемпе, хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑччӗ. Анчах ку таранччен наркӑмӑшлӑ пултӑранпа кӗрешекен ятарлӑ бригадӑсем пирки сас-хура ҫук-ха. Етӗрне районӗнче вара ҫынсем хӑйсем наркӑмӑшлӑ курӑка пӗтерме тухнӑ. Вӗсем нимӗнле ятарлӑ тум та тӑхӑнман, аллисенче – ҫава тата кӗреҫе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |